Ака уйӑхӗн 15–23-мӗшӗсенче Чӗмпӗрте «Чӗмӗпӗр кӗнеки — 2015» облаҫри XII курав-конкурс иртет. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне ыран, акан 21-мӗшӗнче, электрон хӑтлав урлӑ кӑтартӗ.
Пирӗннисен экспозицине 2013–2015 ҫулсенче кун ҫути курнӑ 100 ытла кӗнеке кӗнӗ. Стенд ҫинче «Замечательные люди Чувашии», «Из опыта народных мастеров», «Чувашское народное творчество», «Библиотека Президента Чувашской Республики» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев в изобразительном искусстве» кӗнеке-альбом, И.Я. Яковлевӑн халалӗ, 4 томлӑ Чӑваш энциклопедийӗ, М. Скворцовӑн икӗ томлӑ вырӑсла-чӑвашла словарӗ, «Чувашские народные сказки», «Старые Чебоксары. Памятники деревянного и каменного зодчества XVI – XX веков» ӳкерчӗксен альбомӗ, «Чуваши Присвияжья», А. Твардовскин «Василий Теркин» чӑвашла куҫарнӑ поэми, Мӑтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» кӗнеки тата ыттисем вырӑн тупнӑ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Ҫентерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ вӗренӳ проекчӗсен инноваци куравӗн ярмӑркки иртнӗ. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Наталья Яхатина палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсемпе иртнӗ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ, институт ректорӗсемпе тӗл пулнӑ.
Чӑвашла тата вырӑсла кӗнекесен экспозицийӗ чылайӑшне илӗртнӗ. Вӗрентекенсем Чӑваш кӗнеке издательствин ҫӗнӗ продукцийӗпе хаваспах паллашнӑ. Уйрӑмах К.Ивановӑн «Нарспи» кӗнекине килӗштернӗ.
Кун пек ярмӑрккӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта Хусанти, Чуллӑ ҫырти, Теччӗри вӗренӳ организацийӗсен элчисем те хутшӑннӑ.
«Чӑваш Ен литератури: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» конкурс республика шайӗнче ҫулсерен иртет. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗнче пуҫланчӗ.
Конкурс халӑха кӗнекепе туслаштарма, унӑн сумне ӳстерме пулӑшать. Чӑваш кӗнеке издательстви вара ҫамрӑксем валли ҫулсерен 20 яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларать.
Кӑҫал конкурса 2013 ҫулта кун ҫути курнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Акцие халалласа унта тӗрлӗ конкурс ирттернӗ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Солнышко» ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем Лидия Саринен «Телейлӗ кӑмпа» пьеса-юмахне вуласа тишкернӗ. Ун хыҫҫӑн пӗчӗкскерсем «Йӑвари телей» ятлӑ пьесӑна вылянӑ. Полина Чижикова чӑпар чӑха, Андрей Калашников курака, Лера Никифорова шурӑ чӑха калӑпланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви Мӗтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» романне ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ. Ку роман икӗ кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗшне пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Иккӗмӗшне вулакан патне халь 1000 экземплярпа ҫитернӗ.
Вӑрҫӑ пирки Мӗтри Кипек чӑн пурнӑҫри евӗр каласа кӑтартать. Салтаксем унта тавӑрушӑн хыпса ҫунакан паттӑрсем кӑна мар, кӑра вӑрҫӑра та вӗсем чун ҫепӗҫлӗхне ҫухатмаҫҫӗ. Унта совет, Польша тата Чехословаки партизанӗсен пӗрлехи паттӑрлӑхне ҫутатнӑ. Роман никӗсӗнче — 1944–1945 ҫулсенче Польшӑра, Чехословакире тата Австрире пулса иртнӗ чӑн пулӑмсем.
1963–1966 ҫулсенче ҫырнӑ хайлава ҫынсем паян та юратса вуланине палӑртать Чӑваш кӗнеке издательстви. Ку роман хӑй вӑхӑтӗнче В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ республикӑри конкурсра та, Чӑваш АССРне 50 ҫул ҫитни ячӗпе йӗркеленинче те ҫӗнтернӗ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн премине те тивӗҫнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш халӑх юмахӗсен пуххи вырӑсла тухнӑ.
Ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ кӗнекене халӑх пултарулӑхӗн ӗмӗрсем витӗр тухнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кӑларӑм виҫӗ пайран тӑрать: чӗрчунсем пирки ҫырнӑ юмахсем, килти йӑла юмахӗсем, асамлӑ юмахсем.
Чӗрчунсем пирки ҫырнисенче тарӑн шухӑш пытаннӑ. «Лиса-плясунья», «Сармантей», «Как Собака подружилась с человеком», «Разборчивая невеста» юмахсене вуласан кашниех хӑйӗн валли пӗтӗмлетӳ тума пултарать.
Килти йӑла юмахӗсенче ҫыннӑн айванлӑхне, хыткукарлӑхне, наянлӑхне уҫса кӑтартнӑ. Унти тӗп сӑнар — ахаль ҫын. Ку пая «Барин и Черт», «Смышленый Иван», «Мудрая девочка», «Как ловили луну», «Гордей и Артемий», «Что сильнее всего на свете?» тата ытти юмахсем кӗнӗ.
Асамлӑ юмахсем те хӑйне евӗр кӑсӑклӑ. Вӗсенче — халӑх философийӗ, поэзийӗ. Кӗнекене пӗтӗмпе 41 юмах кӗнӗ. Кӑларӑма Г.А.Матвеева хатӗрленӗ, юмахсене С.И.Шуртаков, С.Г.Григорьев куҫарнӑ. Ӳнерҫи — В.Г.Бритвин. Кӗнеке 2000 экземплярпа тухнӑ.
Кӗнекене «СУМ» лавкка урлӑ туянма пулать. Хакӗ 320 тенкӗ.
Культурӑра, литературӑра тата ӳнерте ӗҫлекенсен пӗр ушкӑнӗ ҫынсем сахал вуланишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерсе ҫыру-чӗнӳ хатӗрленӗ. Хута вӗсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ-ха.
Ҫыру авторӗсем вулас туртӑм чакса пынишӗн хумханаҫҫӗ. Литература вара халӑхӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхӗн никӗсӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Ача-пӑча вулавӑшӗсен кивелсе пыракан фончӗсенче ҫамрӑк ӑру хӑйне кирлӗ ыйту хуравне тупмалли кӗнекесем сахал тесе шухӑшлаҫҫӗ ҫыру авторӗсем. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, ҫамрӑк ӑрӑва кӗнекепе кӑсӑкланатарс тесе темиҫе ҫул каялла республикӑн Министрсен Кабинечӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен конкурсне йӗркеленине те аса илнӗ. Унтан тӗрлӗ хӑтлав ирттернине асӑннӑ. «Ҫапах та пирӗн кӗнекесем вулакансем патне ҫитмеҫҫӗ. Шкулти тата муниципалитет вулавӑшӗсенче ача-пӑча кӗнеки сахал, уйрӑмах — чӑвашлисем», — тенӗ ҫырура.
Чӗнӳ авторӗсӗем ача-пӑча тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти кӗнекене, Чӑваш кӗнеке издательствин кӑларӑмӗсене туянса шкул тата муниципалитет вулавӑшӗсене, ача ҫурчӗсене парнелеме чӗнсе каланӑ.
Ку чӗнӗве вӗсем муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисен, предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсен, тӗрлӗ шайри депутатсен, усламҫӑсен ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче халӑхӑн юратнӑ кӗнекисенчен пӗри Александр Твардовскин «Василий Тёркин» кӗнеке чӑвашла тухнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Вырӑс ҫыравҫин пултарулӑхӗнче тӗп вырӑн йышӑнакан хайлавсенчен пӗрине Геннадий Айхи чӑвашла куҫарнӑ пулнӑ-ха, анчах ун чухне, 1960 ҫулта, куҫаруҫӑ ятне кӑтартман. Ҫӗнӗ кӑларӑмра ҫакна тӳрлетнӗ.
Поэмӑра 30 пай, пролог тата эпилог пур. Кашни пайра Тёркинӑн фронтри пурнӑҫӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Поэмӑри хӑш-пӗр новеллӑна вӑрҫӑри фактсене кура ҫырнӑ.
Поэмӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи хронологи йӗрленет: Атӑл ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫу, Днепр урлӑ каҫни, Берлина илни…
Твардовский хӑй те фронт витӗр тухнӑ. Салтак сӑнавӗ, унӑн калаҫӑвӗ поэмӑна куҫнӑ. Куҫаруҫӑ лайӑх ӗҫленӗрен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем чӑвашла та хитре янӑрасҫӗ.
Кӗнеке редакторӗ — Г.А.Антонова, ӳнерҫи — Л.Я.Павлов. Вӑл вӑтам тата аслӑрах ӳсӗмри ачасемшӗн уйрӑмах усӑллӑ. Поэмӑн чӑвашла куҫарӑвӗ 1000 экземплярпа тухнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере. Моя звезда на небе» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
Альбом кӗнекене Чӑваш халӑх поэчӗн, обществӑпа культура деятелӗн Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑхӗпе кун-ҫулне халалланӑ. Унта «Призванье — это одержимость» автобиографиллӗ очерк, сӑвӑсем, нумай нациллӗ совет литературин элчисен унӑн пултарулӑхӗ тӗлӗшпе каланӑ каларӑшӗсем кӗнӗ. Поэтӑн кун-ҫулне сӑнлакан тапхӑрсене сӑнӳкерчӗксемпе кӑтартнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ пирвайхи хут пичетленет.
Кӗнеке Петӗр Хусанкайӑн «Чӑваш ҫамрӑк поэчӗсене каланӑ сӑмах» халалпа вӗҫленет.
Кӑларӑма Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер хатӗрленӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Ӑна «СУМ» лавккара та туянма май пур — хакӗ 180 тенкӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Марфа Трубинапа Ева Лисинӑн суйласа илнӗ хайлавӗсен кӗнекисем тухнӑ.
Марфа Трубинан кӗнекине калавсем, повеҫсем, сӑвӑсем, пьесӑсем, документсем, ҫырусем кӗнӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пӗрремӗш хут пичетленет.
Кӗнекере Марфа Трубинан сӑнӳкерчӗкӗсем те пур. Вӗсем урлӑ вулакан унӑн пултарулӑх ҫулӗпе паллашма пултарать. Вӑл литературӑна ачаранпах килӗштернӗ. Унӑн хайлавӗсенчи сӑнарсем ытларах — ачасем.
Ева Лисинӑн кӗнекине калавсем, повеҫсем, пьесӑсем кӗнӗ. Вӑл аслисен те, ачасен те кӑмӑлне кайӗ. Автор ҫын чуне витӗр курать тейӗн. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла ҫырать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Енӗн композиторӗсем» библиографи справочникӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халалланӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗ — Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин. Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ тата умсӑмахӑн авторӗ искусствоведени докторӗ М.Г. Кондратьев, рецензенчӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ С.И. Макарова.
Библиографи очеркӗсем Чӑвашри композиторсем, вӗсен кун-ҫулӗ, пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.
Пичет кӑларӑмӗ икӗ пайран тӑрать тесе пӗлтерет кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Надежда Осипова. «Советла Чӑваш Енӗн композиторӗсем» пая Ю.А. Илюхин хатӗрленӗ (ӑна Л.И. Бушуева пуянлатнӑ), «Чӑваш Енӗн XX ӗмӗр вӗҫӗнчи–XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи композиторсем» ятлин авторӗ — Л.И. Бушуева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |